__Етӗрне районӗнчи__ __Палтайри__ вӑтам шкулта Пӗтӗм тӗнчери Хӗрарӑмсен уявӗ умӗн шкулти тӗрлӗ кружокри вӗренекенсем ҫемьене халалласа «Пухӑнтӑмӑр, ай-хай, тӑвансем» ятлӑ уяв ирттерчӗҫ.
Шкулти «Шанчӑк» фольлор ушкӑнӗ Н.В. Серебрякова ертсе пынипе «Тух-ха, Ванюк, урама», юрӑпа пухӑннисене уява чӗнчӗ. Улаха килнӗ аннесемпе асаннесем ку ансамбль юррисене ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. «Юнисс» таврапӗлӳ кружокне ҫӳрекенсем Т.Н. Андреева ертсе пынипе пухӑннисене музейри экспонатсемпе паллаштарчӗҫ: уйран ҫӳпҫипе тата кӗнчелеҫҫи ҫинчен каласа пачӗҫ. Чылай ҫамрӑк юлашки вӑхӑтра кӗнчеле арлама пултараймасть, хӑнасем ҫӑм арласа кӑтартрӗҫ. Шкулта «Телемикс» телевидени (ертӳҫи — Г.В. Мурзина) ҫемье ҫинчен фильм кӑтартрӗ. __Атликасси__ ялӗнче клуб ертӳҫи пулса 30 ҫул ытла тӑрӑшнӑ Лидия Ивановна Матвеева ҫемье ӑшши ҫинче чарӑнса тӑчӗ. 7 ача амӑшӗ Рыбакова Раиса Венедиктовна «Сӑр ен» ансамбле хаваспах хутшӑнать, вӑл крючокпа ҫыхас ӑсталӑхпа паллаштарчӗ, хитре юрӑ шӑрантарчӗ.
Ҫемьере килӗшӳ пулсан ҫемье телейлӗ, ҫӗр ҫине кашни этем телей курма ҫуралать, пурне те ҫемье ӑшшине туйса ҫитӗнме пил парса пухӑннисем пурте пӗрле «Пухӑнтӑмӑр, ай-хай, тӑвансем» юрӑпа уява вӗҫлерӗҫ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=78&type=news&id=2725692|**Сӑнсем**__ (7)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |