Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем чӑваш орфографине ылмаштарассине хирӗҫ. Кун пирки «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат хыпарлать.
Чӑваш чӗлхин правилисене ылмаштарас сӗнӗве (вӗсем, сӑмахран, хутӑш сӑмахсене пӗрлех ҫырмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ) Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсен ушкӑнӗ пуҫарнӑччӗ. ЧНК Шурсухалӗсен канашӗн кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче ку ыйтупа __Денис Гордеев__ паллӑ ҫыравҫӑ тухса калаҫнине тӗнче тетелӗнчи видеоматериалсем тӑрӑх та паллашма май килчӗ. Ӑна __Федор Мадуров__ скульптор, __Анатолий Кипеч__ ҫыравҫӑ, __Виталий Станьял__ чӗлхеҫӗ тата ытти паллӑ ҫын ырласа йышӑннине палӑртнӑччӗ. Пухӑва, сӑмах май, чӑваш чӗлхи вӗрентекенсенчен хӑшӗсем те пухӑннӑччӗ. Ӑслӑ ҫынсем калаҫнине тӑнласа лараканскерсем вӗсем хушша-хуппа кӗмерӗҫ. Орфографие ылмаштарассине Николай Егоров чӗлхеҫӗ хытах хирӗҫлерӗ.
Пуху хыҫҫӑн хастарсем ЧР Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов патне ҫыру та янӑччӗ. Лару-тӑрӑва сӑнаса тӑракансем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑваш парламенчӗн хӑшӗсем конгресс хастарӗсен шухӑшне ӑнланса йышӑннӑ. Ҫапах та Патшалӑх Канашӗ ҫак ыйтӑва республикӑн Культура тата Вӗренӳ министерствисенчен лайӑхрах татса пама пултаракан ҫук тенӗ-тӗр — вӗсене тата Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне шанса парас тенӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |