Ҫӗнӗ кӗнеке тухнине «Чӑваш халӑх сайчӗ» час-часах ҫутатать-ха. Кӗнеке кӑларкансем пирки халӑхра тӗрлӗрен йышӑнакансем те пурри вӑрттӑнлӑх маррине пытарар мар. Ун йышшисем: «Укҫа пулсан паян такам та кӗнеке кӑларӗ», — тесе шухӑшланине пӗрре кӑна мар илтнӗ.
Ку сӑмахра чӑнлӑхӗ ҫук мар-тӑр. Ҫапах та кӗнекепе кӗнеке пӗр мар-ҫке. Хӑшӗсем чӑннипех сумлӑ ӗҫсем пичетлеҫҫӗ. Теприсем, ав, пурӑннӑ чух кун ҫути кӑтартайман пӗр-пӗр авторӑн ӗҫне халӑх патне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫапла ӗҫсен шутне Василий Димитриев историкӑн «Чувашский народ в составе казанского ханства: предыстория и история» (чӑв. ~~Чӑаш халӑхӗ Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнче: умисторипе истори~~) кӗнекине кӗртмелле. Вӑл нумаях пулмасть __Чӑваш кӗнеке издательствинче__ кун ҫути курнӑ.
Кӗнеке тӗшши ятӗнченех курӑнать темелле. Унта чӑваш тата тутар халӑхӗсем пуҫланса кайни пирки тавлашнисем вырӑн тупнӑ. Атӑлӑн сулахай енчи чӑвашсен ял-хулин списокӗ те кун ҫути курнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |