Митта Ваҫлей ячӗлле преми лауриачӗсем ӗнер, паллӑ сӑвӑҫ ҫуралнӑ кун, Патӑрьел тӑрӑхне ҫитнӗ — ун вил тӑпри ҫине чечек хунӑ.
Ҫула фонд ертӳҫи Илле Иванов, Тольяттири чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Глухов Алексей Петрович (лауриат), Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ Надежда Григорьевна Иванова (лауриат), районти «Авангард» хаҫатӑн (лауриат) редактор ҫумӗ Николай Дмитриевич Ларионов, ЧППУ студенчӗ Алина Егорова тухнӑ. Вӗсем районӑн администраци пуҫлӑхӗн ӗҫне туса пыракан Мансур Калмоковпа тӗл пулнӑ, __Патӑрьел районӗнчи__ «Ҫӑкӑр» музее ҫитсе курнӑ. Музейра ҫак кунсенче паллӑ сӑвӑҫа асӑнса ятарлӑ курав ӗҫлет — унта Митта Ваҫлейӗпе тӗплӗн паллашма май пур.
Ҫавӑн пекех вӗсем __АСлӑ Арапуҫри__ шкула та ҫитсе курнӑ — кунта иртнӗ мероприятие хутшӑннӑ. Шкул ачисем Митта Ваҫлейӗн сӑввисене епле вулани, паллах, вӗсен кӑмӑлне кайнӑ.
Ҫулҫӳрев Митта Ваҫлейӗн вил тӑпри ҫине ҫитсе унта чечек хунипе вӗҫленнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |