Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Республикин ӳнерӗн тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ __Аристарх Орлов-Шуҫӑм__ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа уяв каҫӗ ирттересси пирки __http://chuvash.org/news/5035.html|эпир маларах пӗлтерсеччӗ__. Тимӗр Акташ журналист унта ҫитсе вӑл епле иртни пирки каласа пачӗ.
Мероприятие музыка тӗпчевҫи Светлана Макарова ертсе пынӑ. Культура ӗҫченӗсем композитора ача илчӗҫ, уйрӑман Аристархпа пӗрле ӗҫленисен калавӗ кӑсӑклӑ пулнӑ. Халӑх пултарулӑхне пухакан Зинаида Козлова та, __Светлана Асамат__ сӑвӑҫ та кӑсӑклине нумай аса илчӗҫ. Зинаида Алексеева, тӗслӗхрен, Аристарх Гаврилович ӑна Мускава вӗренме янине пӗлтерчӗ.
Культура ӗҫченӗсемсӗр пуҫне уява шкул ачисем чылайӑн пухӑнни пирки пӗлтерет Тимӗр Акташ. Ку, паллах, пархатарлӑ япала — аслӑ ӑрусен пурнӑҫӗпе, вӗсен пултарулӑхӗпе паллашни вӗсен ӑсӗнче пӗчӗк вӑрлӑх пек пулин те юлатех.
Аристарх Орлов-Шуҫӑм композитор __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Ойкасси__ ялӗнче 1914 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл республикӑри профессилле тата хӑй тӗллӗн вӗреннӗ хор ушкӑнӗсене ертсе пынӑ. Ҫав шутра — патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, телевиденипе радиовещани комитечӗн хорӗ, «Нарспи» ансамбль… Вӑл «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан» музыка камичӗн, И. Максимов-Кошкинский либретти тӑрӑх ҫырнӑ «Шупашкарта» оперетта, __Фёдор Павловӑн__ «Ялта» драми тӑрӑх хайланӑ «Ҫӑлтӑр витӗр ҫул» опера тата ытти нумай хайлав авторӗ. Хӑшӗ-пӗрипе ҫак уяв каҫӗнче те паллашма май пулнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |