Республика сыватӑшӗсенче ҫӗнӗ мелпе операцисем ирттерме пуҫлани пирки эпир маларах та __/news/5082.html|сире пӗлтернӗччӗ__. Сывлӑх анинчен акӑ ҫӗнӗ хыпар та ҫитрӗ — республикӑн клиника пульницинче кӑкӑр тӗлӗнчи вырӑна операци тӑвакан хирургсем халиччен туман меслетпе операци ирттернӗ.
Video-assisted thoracic surgery теҫҫӗ иккен ӑна специалистсем. Ансатрах чӗлхепе ӑнлантарма пӑхсан ҫакӑ тип пыра видеотораскопилле мелпе пластика операцийӗ тунине пӗлтерет темелле-тӗр. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче тип пырӑн сылтӑм енчи пайӗнчи шыҫҫа каснӑ. Чирлӗ хӗрарӑм ҫав вырӑнти аденомӑпа аптӑранӑ иккен.
Шыҫҫа пӗтермелли операци тунӑ хирургсем ӳте 5–10 миллиметр тӑршшӗ каснипех яваплӑ операцие пурнӑҫланӑ. Операци епле пынине видеомелпе сӑнаса тӑнӑ. Унччен апла операцие тӑвас тесен кӑкӑр стенкине пысӑккӑн касма тивнӗ.
Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, операци сӗтелӗ ҫине лекнӗ хӗрарӑм хӑйне лайӑх туять, ӑна пульницӑран кӑларма пуҫтарӑнаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |