Герман Лебедев ячӗллӗ наци лицей-интернатӗнчи тӑрӑм пирки республикӑн прокуратури суда тавӑҫпа тухас шухӑшлӑ иккен. Ҫакӑн пирки «Справедливая Россия» (чӑв. ~~Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей~~) партин регионти уйрӑмӗн сайтӗнче ӗнер пӗлтернӗ. Ку информацие «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат асӑрханӑ.
Лебедев ячӗллӗ лицей тавралли шӑв-шав 2012 ҫулхи ҫулла пуҫланнӑччӗ. Вӗренӳ учрежденийӗ ишӗлсе пырать, йӑтӑнса анас хӑрушлӑх пур тесе ӑна хупма йышӑннӑччӗ. Малтанласа ӑна юсама хупма пулчӗҫ. Кайран шкул-интерната Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи ҫумне туса лартнӑ ҫуртра вырнаҫтарма йышӑнчӗҫ.
Лицей-интерната ырӑ тӗллевпе хупнине ӗнентернине ҫынсем шанмасӑртарах йышӑнни вӑрттӑнлӑх мар. «Лицей вырӑнӗнче пӗр-пӗр суту-илӳ ҫурчӗ хӑпартса лартӗҫ», — тесе иккӗлекенсем те пулнӑччӗ.
Халӗ ку ыйтупа Чӑваш Ен прокуратури кӑсӑкланса кайнӑ иккен. Шупашкар админситарицийӗн ӗҫне тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн асӑннӑ орган вӗренӳ, ҫемьене тата пултаруллӑ ачасене тӗкӗ кӳрессинче кӑлтӑксем палӑртнӑ иккен. Прокуратура шучӗпе «асӑннӑ органсем» лицей-интерната чылай вӑхӑт юсаман, тӗрӗслев вӑхӑтӗнче асӑрханӑ кӑлтӑксене пӗтермен. Ҫакна тӗпе хурса прокуратура хула влаҫӗсене лицей-интернатӑн ҫурчӗсене тата сооруженийӗсене юсас ӗҫе пурнӑҫлама суд урлӑ хушасшӑн-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |