Ут-лаша — тӗлӗнмелле выльӑх. Ахальтен мар ӗнтӗ пирӗн мӑн асаттесем ҫак чӗрчунсене юратнӑ, чи хисеплисен йышӗнче тытнӑ. Лаша таврашӗ вӗсене ӗҫре кӑна мар пулӑшнӑ, ҫавӑн пекех кӑмӑлӗсене те ҫӗкленех ӗнтӗ. Хальхи вӑхӑтра та ав психологсем лашасем чуна лӑплантарма, кӑмӑла ҫӗклеме пултарни пирки калаҫҫӗ.
Ҫакна шута илсех ӗнтӗ иртнӗ шӑматкун __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ 3-мӗш вӑтам шкул ачисем хулапа юнашар вырнаҫнӑ лаша витине ҫул тытнӑ. Авал __Тӗкӗрҫ__ ялӗсем (халь вӗсен вырӑнӗнче — Ҫӗнӗ Шупашкар) пулнӑ лаптӑкра вӗсене лашасем, ашаксем, понисем кӗтсе илнӗ. Ачасем вӗсем валли парнесем те илсе кайма манман — сахӑр, кишӗр, панулми. Инструкторсем пӑхса тӑнӑ май ҫак ҫимӗҫсемпе лашасене хӑналанӑ.
Паллах, утланса лармасӑр, ярӑнмасӑр лаша витинчен шкул ачисем кайман. Пӗтӗмешле вара вӗсене кунта килӗшнӗ, питӗ хаваслӑн таврӑннӑ вӗсем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |