Пушӑн 6-мӗшӗнче __Канаш районӗнче__ «Канаш ен пики — 2014» конкурс пулнӑ. Тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнчи 17–25 ҫулсенчи хӗрсем хӑйсен пултарулӑхне тӗрӗсленӗ.
Кашни пике хӑйнеевӗрлӗхӗпе уйрӑлса тӑнӑ. Вӗсем пилӗк конкурс витӗр тухнӑ: «Визит карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх тӗпелӗ», «Чӑваш стилӗ». Жюри ҫирӗп пулнӑ, зала халӑх нумай пухӑннӑ. Пикесене тимлӗхе пӗр минутлӑха та ҫухатман. Хӗрсен илемӗ тумӗсем, хӑйсем пирки хатӗрленнӗ электронлӑ хӑтлавсем тата ытти те ҫынсене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ умӗн хаваслӑ туйӑм парнеленӗ. Уяв ячӗпе Канаш район администрацийӗн пуҫлахӗ Владислав Софронов та саламланӑ, пикесене ӑмӑртура ӑнӑҫу суннӑ.
Конкурса хатшӑннӑ хӗрсем пурте пултаруллӑ, ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнӑ, ал ӗҫӗсемпе тӗлентернӗ. Конкурсҫӑсенчен пӗри акӑ Вера Егорова. Вӑл 8 ачаллӑ ҫемьери чи кӗҫӗнни. Ялти шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн __Канашри__ финанс колледжӗнче ӑс пухнӑ, унтан аслӑ пӗлӳ илнӗ. Халӗ Вера ял тӑрахӗн администрацинче ӗҫлет. Людмила Никитина вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеме юратать. __Янкӑлчри__ Анастасия Патшина Мускаври С.Горячкин ячӗллӗ институтра вӗренет.
Ҫӑмӑл мар тупӑшура «Канаш ен пики — 2014» ята **Анастасия Андреева** ҫӗнсе илнӗ. Анастасия Патшина — «Хӳхӗм пике». Наталия Иванова «Ҫепӗҫ пике» ята тивӗҫнӗ, Алина Денисова вара — «Ӑс пике». Ольга Николаева «Куракансем кӑмӑллакан пике» номинацире ҫӗнтернӗ. Александра Герасимова — «Пултаруллӑ пике», Дария Ильина — «Килӗшӳллӗ пике», Елена Митрофанова — «Илӗртӳллӗ пике». Конкурсҫӑсене Тав хучӗпе тата парнесемпе чысланӑ. Район шайӗнчи конкурс иртнӗ ӗнтӗ. Халӗ республика шайӗнчине хутшӑнмалла. «Чӑваш пики — 2014» конкурсра Анастасия Андреева тата Ольга Николаева Канаш районӗн чысне хӳтӗлӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |