Ӗмӗр ӗмӗрлесси — уй урлӑ каҫасси мар. Пирӗн асатте-асаннесем, кукаҫи-кукамайсем тертлӗ пурнӑҫ самай курнӑ, апла пулин те вӗсем ӳпкелешмеҫҫӗ. Вут-ҫулӑм витӗр тухнӑскерсем, вӑрҫӑ вахӑтӗнчи тата хыҫҫӑнхи выҫлӑха чӑтнӑскерсем хуҫӑлман — малаллах талпӑннӑ. Вӗсем — ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх.
__Елчӗк районӗнче__ пурӑнакан кинемейсем пирки ҫак сӑмахсем. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен уявӗ умӗн __Елчӗкре__ кун кунлакан Вера Ястребова — 100 ҫул, Агафия Иванова 90 ҫул тултарнӑ. Вӗсене Елчӗк ял тӑрӑхӗн админситрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Юрий Блинов тата Елчӗк район администрацийӗн ӗҫченӗ Ирина Аникина РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн ятӗнчен саламланӑ.
Кашни ветеранӑн пурнӑҫӗ — хӑйне евӗр истори. Вӗсем пирки нумай каласа кӑтартма пулать. Тыл тата ӗҫ ветеранӗсен паттӑрлӑхӗ нихӑҫан та манӑҫас ҫук. Вӗсем ҫамрӑксемшӗн ырӑ тӗслӗх пултӑрччӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |