Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунӗ умӗн (унӑн пӗрремӗш номерӗ 1996 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухнӑ) «Хӑвӑн депутату ҫинчен каласа кӑтарт» республикӑри конкурса пӗтӗмлетрӗ. Ӑна хаҫат редакцийӗсӗр пуҫне чӑваш парламенчӗпе тата «Чӑваш Ен» фондпа пӗрле ирттерчӗ.
Чыслава республикӑн Журналистсен пӗрлӗхӗн конференц-залӗнче йӗркелерӗҫ. Унта конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе номинанчӗсене йыхравларӗҫ. Вӗсене чыслама ҫӗнтерӳҫӗ конкурс ӗҫӗн геройӗсем — тӗрлӗ шайри депутатсем пухӑнчӗҫ. Чӑваш парламенчӗнчи халӑх тарҫисене илсен Патшалӑх Канашӗн Социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Петр Краснов, Медицина страхованийӗн территорири фончӗн ертӳҫи Вячеслав Александров, Шупашкарти 2-мӗш ҫӑкӑр савучӗн ертӳҫи Юрий Кислов, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫи Валерий Петров пухӑнчӗҫ. __Ҫӗмӗрле__ тӑрӑхӗнчен Патшалӑх Канашне суйланнӑ Валерий Шигашев килсе ҫитейменнине кура вӑл хӑй ячӗпе саламлама ыйтнӑ. Депутатсем муниципалитет тата ял тӑрӑхӗн шайӗнчисем те пулаҫҫӗ те, чи лайӑх ӗҫсен шутне вӗсем ҫинчен ҫырнисем те кӗнӗ. Ҫапла вара __Вӑрнар районӗнчи__ Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, __Канашри__ телекурав студийӗн ертӳҫи Владимир Тимофеев тата Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутачӗн, «Юрат» обществӑн ертӳҫин Александр Андреевӑн пулӑшуҫи Татьяна Батракова пулчӗҫ.
Конкурс ҫӗнтерӳҫисем «Республика» хаҫат тата Патшалӑх Канашӗ иртттеркен конкурса хутшӑнни чыс кӑна мар, мала тухсан хаклӑ парнене те тивӗҫме май панине курса ӗненчӗҫ. Парнесем хушшинче фарфор савӑт-сапа пуххи те, ноутбук та, мультиварка та, санаторие кайма путевка та, планшет та пурччӗ.
Мӗнех, малашне тата конкурссем пулӗҫ-ха. Черетлине ирттересси пирки кӑрлачрах пӗлтерчӗҫ ӗнтӗ — ӑна Патшалӑх Канашӗ 20 ҫул тултарнине халалланӑ. Унӑн условийӗпе __http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=773&type=top&id=2692286|gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=773&type=top&id=2692286__ каҫӑпа кӗрсе паллашма пулать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |