«Хӗрарӑмсен пултарулӑхӗ чикӗсӗр — 2014» проект пӗтӗмлетӗвне Чӑваш Енри тӗрлӗ хуларан, районтан 19 ҫын килнӗ. Жюри вӗсенчен 11 финалиста суйланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене Дипломсемпе чысланӑ. Жюри — Игорь Милосердов, Дмитрий Капустин, Алексей Белов — проекта хатшӑнакансене тав сӑмахӗ каланӑ.
Финалистсен йышне камсем кӗнӗ-ха? __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ Абукина Татьяна Витальевна, Александрова (Самойлова) Татьяна Вячеславовна, Павлова Светлана Станиславовна, __Комсомольски районӗнчи__ __Йӳҫ Шӑхаль__ ялӗнчи Алексеева Ираида Николаевна, __Шупашкарти__ Борисова Наталия Викторовна, Мартынова Татьяна Валерьевна, __Кӳкеҫри__ Кутузова Наталия Юрьевна, __Ҫӗмӗрлери__ Лаптева Ольга Константиновна, Плахова Юлия Валерьевна, __Комсомольски__ ялӗнчи Митюкова Людмила Аркадьевна, __Шупашкар районӗнчи__ __Ҫӗньял__ ялӗнчи Коробко Татьяна Михайловна. Кашнинех хаклӑ парнесемпе чысланӑ.
Проект йӗркелӳҫисемпе сывпуллашнӑ чухне конкурсҫӑсем вӗсене тав тунӑ, ҫитес ҫул ҫак проект пирки хӑйсен пултаруллӑ юлташӗсене каласа кӑтартма, явӑҫтарма тӑрӑшма шантарнӑ. Проект авторӗ Елена Светлая (Петрова), Чӑваш патшалӑх эксперимент театрӗн актриси, Наци библиотекин ушкӑнне пулӑшнӑшӑн тав тунӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |