Уяв умӗн яланхи пекех К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейне хӗрарӑм поэтсем пухӑннӑ. Ҫулсерен вӗсем пӗрле пухӑнса ҫуркунне, юрату пирки сӑвӑсем вулаҫҫӗ. Чӑваш ӳнерҫисен куравӗ вара кӑмӑла пушшех ҫӗкленӗ.
Литература музейӗн директорӗ Ирина Оленкина музейре пултаруллӑ ҫынсене курма яланах тарават. Анчах хӗрарӑм поэтсене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламласси вара — уйрӑмах хаваслӑх кӳрет. Вӗсене саламламашкӑн арҫынсем те ҫитнӗ: Писательсен союзӗн председателӗ Сергей Павлов, ытти ҫыравҫӑсем, ӳнерҫӗсем, фотографсем, журналистсем.
Ҫуркунне тавралӑх чӗрӗлет, ҫынсене хаваслӑ туйӑм парнелет. Поэтсем туйӑмӗсем пирки сӑвӑсем урлӑ пӗлтернӗ. Сӑвӑсене хӗрарӑмсене, аннесене, юратнӑ ҫынсене, ҫутҫанталӑка халалланӑ. Чӑннипе, поэтсен кӑмӑла ҫӗклекен йӗркесем ҫеҫ ҫуралмаҫҫӗ. Чылайӑшӗ аннене халалланӑ сӑвва илтсен куҫҫульленнӗ. Маргарита Гурьева та амӑшне, ачалӑх ҫулӗсене аса илнӗ. Валентина Пугачева ачасем валли амӑшӗн куҫесем пирки ҫырнӑ сӑвӑпа паллаштарнӑ.
__Лидия Сарине__, __Альбина Юрату__, __Лидия Филиппова__ тата ытти сӑвӑҫ та музее пынисене пултарулӑхӗсемпе тыткӑнланӑ. Поэтсен каҫне «Тарават» халӑх-фольклор ушкӑнӗ тата пуянлатнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |