Ҫынна укҫа кивҫен парасси пулать-ха вӑл. Ара, кирлӗ чухне тус-юлташа пулӑшмаллах. Анчах палламан ҫынсене 100 тенкӗ те кивҫен пама хӑрамалла: шӑнман пӑр ҫине лартса ярӗҫ.
__Шупашкарта__ пурӑнакан кинемей ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ-ши? Ҫынна пулӑшас тенӗ те хӑйех ҫурӑк валашка умӗнче тарса юлнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-службинчен пӗлтернӗ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ кинемей патне урамра тӗттӗмрех ӳтлӗ, ҫӳллех мар икӗ арҫын пынӑ. Вӗсем хӑйсен тӑванӗсем пульницӑра пулнине, вӗсене васкавлӑ операци тумаллине пӗлтернӗ. Урӑх хуларан укҫа куҫарнӑ чухне вара пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ имӗш. Палламанскерсем кинемейрен кивҫен ыйтнӑ, ҫитес вӑхӑтра ӑна процентсемпе каялла тавӑрма шантарнӑ. Ватӑскер ҫывӑхри банкран 190 пин тенкӗ илнӗ те ултавҫӑсене тыттарнӑ. Кинемей хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартнине лешсем кайсан ҫеҫ ӑнланнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |