Хӗле ӑстасси — хаваслӑ йӑла. Тӑвайсем вара пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫеҫ хӗлпе савӑнӑҫлӑн сывпуллашнӑ.
11:00 сехетре «Как Иван Царевич спас весну-красу» (чӑв. ~~Иван Царевич ҫуркунне пикине ҫӑлни ҫинчен~~) театр представленийӗ пуҫланнӑ. __Тӑвай районӗн__ администрацийӗн пуҫлахӗ Владимир Ванерке район ҫыннисене тата хӑнасене уяв ячӗпе, Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗпе саламланӑ.
Тӑвайсен уяв программи анлӑ пулнӑ. Ял тӑрӑхӗсенчи культура ҫурчӗсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем театр представленийӗсем кӑтартнӑ. Уява килнисем тӗрлӗ вӑйӑра, конкурсра ӑмӑртнӑ, кашниех хӑйӗн ҫаврӑнӑҫулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Кунта темиҫе спорт лапамӗ ӗҫленӗ: канат туртасси, йӗлтӗр эстафети, кире пуканӗ йӑтасси, михӗсемпе ҫапӑҫасси, волейбол.
Паллах, уяв тӗп ҫимӗҫсӗр иртмен. Пурте ҫуркуннехи сарӑ хӗвел пек ҫаврака икерчӗсемпе хӑналаннӑ. Вӑйӑсем, конкурссем, юрӑ-ташӑ уява ҫитнисене хаваслӑ кӑмӑл парнеленӗ. Хӑшӗ-пӗри хӗле ӑстмашкӑн ҫемйипех килнӗ.
Йӑлапа килӗшӳллӗн уяв вӗҫӗнче карчӑка ҫунтарнӑ. Вӑл — хӗл палли, хӑйӗнпе пӗрле сивӗ кунсене илсе каять, ҫуркуннене ҫул парать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |