Медицина ҫирӗп утӑмсем туса малала аталанать, анчах ҫын юнне ылмаштаракан япала халӗ те шухӑшласа кӑларман-ха. Ҫавӑнпа чирлисен пурнӑҫне ҫӑлмашкӑн юн кирлӗ. Чылайӑшӗ ҫак пулӑшӑва кӗтет.
Пуш уйӑхӗн 6-мӗшӗнче __Элӗкри__ тӗп пульницӑра Юн илекен станци донор кунне ирттернӗ. Ҫак кун 80 ҫын юн панӑ. Шурӑ халатлисем уйрӑмах хастар пулнӑ. 36 тухтӑр донор пулнӑ.
Юн паракансен ҫулталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те ӗҫрен пӗр кун канма ирӗк пур. Ҫавӑн пекех вӗсене апатланмашкӑн 330 тенкӗ параҫҫӗ. Паллах, донорсемшӗн ку чи пӗлтерӗшли мар. Ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшасси — сӑваплӑ тивӗҫ.
18 ҫултан аслӑ кашни ҫын донор пулаять. Донор пулма хирӗҫлекен салтав ҫук тӑк, кӗлетке йывӑрӑшӗ 50 килограмран ытларах пулсан — тархасшӑн. Тухтӑрсен чылай ҫул ирттернӗ сӑнавӗ ҫирӗплтенӗ тӑрӑх, ҫынран 400–450 миллилитр юн илни сывлӑха, ӗҫ хастарлӑхне сиен кӳмест. Пачах тепӗр май: япаласен ылмашӑнӑвӗ хӑвӑртланать, кӑмӑл ҫӗкленет, пит ӳчӗн тӗсӗ лайӑхланать, организм ҫамрӑкланать. Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, ҫулталӑкра 5 хут юн пани сиенлӗ мар.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |