__Шупашкар районӗнчи__ Сарапакасси ял тӑрӑхӗн вулавӑшӗ «Чӑваш Ен литератури: ҫулталӑкри чи вулакан кӗнеке» республика конкурсне яланах хутшӑнать. Унпа килӗшӳллӗн вулавӑшра «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулхи кӗнеке» курав йӗркеленӗ. Вулакансем шорт-хута ҫырнӑ, ҫапла майпа авторсен 2012 ҫулта кӑларнӑ чи вуланакан хайлавӗсене палӑртнӑ.
Ача-пӑча кӗнекисен йышӗнче __Юрий Сементерӗн__ «Килӗр, килӗр, кайӑксем» пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Аслӑ ӳсӗмрисен литератури хушшинче __Нелли Петровскаян__ «Тухатмӑш» кӗнеки ҫӗнтернӗ.
Чи нумай кӗнеке вулакана тупса палӑртас тӗллевпе вулакансен ыйтӑмне ирттернӗ, формулярсене тишкернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ушкӑнсемпе уйӑрнӑ. 7–14 ҫулсенчисен йышӗнче 4-мӗш класс вӗренекенӗ Наташа Прокопьева палӑрнӑ. Вӑл 190 кӗнеке вуланӑ. 15–22 ҫулсенчисен ушкӑнӗнче 11-мӗш класс хӗрачи Антонина Хузанкаева ҫӗнтернӗ. Аслӑраххисен йышӗнче ача пахчинче воспитатель пулӑшуҫи пулса ӗҫлекен Оксана Афанасьева чи маттурри пулнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Бурнаевский Валентин Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александр Аксар, чӑваш ҫыравҫи, литература тӗпчевҫи, журналист ҫуралнӑ. | ||
| Порфирьев Николай Анатольевич, чӑваш журналисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Людмила Сачкова, чăваш çыравçи çуралнă. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри вилнӗ. | ||
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Романова Фаина Александровна, театр тӗпчевҫи, ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |