Ҫак хыпарпа паллашсан чӑваш халӑх юмахӗ «Лаша шырани» аса килчӗ. Унта пӗр ҫын хӑйӗн айӗнчи утне виҫӗ кун шыранӑ тет. __Вӑрнар районӗнчи__ пӗр хӗрарӑмпа та ҫакнашкалтарах пӑтӑрмах пулса иртнӗ.
50 ҫулти хӗрарӑм тырӑ ӑшне пытарнӑ пурлӑхне — 130 пин тенке — шыраса хӑшкӑлнӑ. Тупайман. Паллах, самаях пысӑк укҫана вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. ЧР ШӖМӗн «Вӑрнар» уйрӑмӗн ӗҫченӗсен кӗреҫе тытса укҫа пытарнӑ савӑта шырама тивнӗ вӗт. Районти уголовлӑ шырав уйрӑмӗн пуҫлӑхӗ Станислав Николаев каланӑ тӑрӑх, укҫана ҫав вырӑнтах тупнӑ. Хӗрарӑм пурлӑхне шыранӑ чухне савӑта шаларах тӗксе янӑ ҫеҫ. Сехри хӑпнӑ ахӑртнех, часрах йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |