__Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ __Урхас Кушкӑ__ ялӗнчи культура центрӗнче хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗнӗ ҫӗр уҫма хутшӑннӑ ҫынсенчен пӗринпе, Михаил Ивановпа, тӗлпулу ирттернӗ. Ӑна ҫӗнӗ ҫӗр уҫнӑранпа 60 ҫ-ул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ.
Михаил Иванов 1959-мӗш ҫулта, ун чух вӑл вун тӑххӑрти каччӑ пулнӑ, ҫӗнӗ ҫӗр уҫма тухса кайнӑ. Вӑл Казах ССРӗнчи Макински районти «Амангельды» совхоза лекнӗ. Унта ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӑл Ял хуҫалӑх механизацийӗн Сталин училищинче тракториста вӗреннӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, тӑрӑшӑвне кура ӑна унтах хӑварасшӑн тенӗ. Анчах тӑван кил туртӑмӗ вӑйлине кура вӑл икӗ ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн таврӑннӑ та «Звезда» колхозра тракториста кӳлӗннӗ. Кӑштахран ӑна машинӑпа трактор паркӗн юсав мастерскойӗн ертӳҫине лартаҫҫӗ. Ҫак ӗҫре вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрӑшнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |