__Муркаш районӗнче__ ҫак ятпа Пӗтӗм Раҫҫейри акцин вырӑнти тапхӑрӗ иртнӗ. Конкурса ҫамрӑксен хастарлӑхне ӳстерес, ҫӗршывӑн хальхи вӑхӑтри ыйтӑвӗсене татса пама хутшӑнтарас тӗллевпе ирттернине пӗлтереҫҫӗ.
Проекта хутшӑнакансен, пултарулӑха тӑватӑ направленипе кӑтартмалла пулнӑ. Кам хӑш енпе вӑйлӑ темелле ӗнтӗ. Экологи енӗпе пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене никам та тивӗҫмен. Виҫҫӗмӗшне __Москакассинчи__ вӑтам шкул тухнӑ. «Социаллӑ ыйтусем» направленипе Орининӑри шкул ҫӗнтернӗ, иккӗмӗшӗнче — ҫатракассисем, виҫҫӗмӗшӗнче — сыпайкассисем. «Ҫамрӑксен ыйтӑвӗсем» ятлипе виҫҫӗмӗш вырӑнпа кӑна хавхалантарнӑ. Ӑна шатракассисем аван хатӗрленӗ тесе йышӑннӑ. «Гражданла пуҫару» направленире муркашсене тата чуманкассисене палӑртнӑ — вӗсем пӗрремӗшпе иккӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑна никама та паман.
Районта ҫӗнтернисен хӑйсен ӗҫӗсене республика шайӗнчи конкурсра хӳтӗлеме тивӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |