Раҫҫей Крыма ҫар кӗртессине хирӗҫ __Шупашкарта__ пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пикет иртнӗ. Ӑна «Мир Луксор» кинотеатр умӗнче йӗркелесси пирки РПР-ПАРНАС тата «5 декабря» партисен регионти уйрӑмӗсем пӗлтернӗ.
«Украинӑра пулса иртекен лару-тӑру пире пӑшӑрхантарать. Раҫҫей влаҫӗсем вырӑсла калаҫакан халӑха хӳтӗлеме тесе суверинитетлӑ ҫӗршыва хӗҫ-пӑшаллӑ ҫарсем илсе кӗртес тенине лӑпкӑн сӑнама пултараймастпӑр», – тет иккен РПР-ПАРНАСӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн членӗ Дмитрий Семенов. Ун шучӗпе пирӗн ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин формӑллӑ тата Раҫҫей хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем Крыма хӳтӗлемелли отряд тесе «сӗмсӗррӗн тата вӑтанмасӑр суять». Телевизорпа тискер фашист-бандеровецсем вырӑсла калаҫакансен вӗлернӗ евӗр пӗлтереҫҫӗ, анчах ку вӑл апла мар тенӗ Семенов. «Манӑн вырӑсла калаҫакан, Хӗвелтухӑҫ тата Хӗвеланӑҫ Украинӑра пурӑнакан тӑвансемпе паллаканӑмсем Раҫҫей телевиденийӗпе кӑтартнине ан ӗненӗр теҫҫӗ. Украинӑна хирӗҫле риторика пӗр тӑван халӑхсене пӗр-пӗрне курайми туса яма, Раҫҫее Пӗтӗм тӗнчерен сивӗтме пултараҫҫӗ», – ҫапла шухӑша палӑртнӑ маларах асӑннӑ хастар.
Шупашкарта ирттерекен акцире «Вӑрҫа хирӗҫ», «Мире мир» тата ытти ҫавӑн йышши лозунгсем илсе тухмалла. Асаилтеретпӗр, Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр митинг иртмелле. Ӑна __/news/5196.html|Украина халӑхне пулӑшас тӗллевпе__ йӗркелеҫҫӗ. Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсене унта ирӗксӗр илсе тухаҫҫӗ имӗш.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |