__Чӑваш чӗлхи кунӗ__ тӗлне эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ — ҫӗнӗ конкурс пуҫаратпӑр! Вӑл __«Чӑваш ачи сассуна пар!» видоесӑвӑсен конкурсӗ|**%#9a180b%«Чӑваш ачи, сассуна пар!»%/#9a180b%**__ ятлӑ пулӗ!
Видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне хуть те хӑш ӳсӗмрисем хутшӑнма пултараҫҫӗ: ачасем та, ҫамрӑксем те, ҫитӗннисем те, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те. Видеокамера умӗнче сирӗн чӑваш чӗлхине халалланӑ, чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ сӑвва вуламалла ҫеҫ. Хальхи вӑхӑтра видео ӳкерекен хатӗрсем чылай пулнине шута илсен — смартфонпа та, видеокамерӑпа та, ахаль телефонпа та тума пулать — ку сирӗншӗн йывӑрлӑх пулмӗ тесе шутлатпӑр. Видеосӑвӑсене эпир вулав ӑсталӑхӗ, видео пахалӑхӗ тата фон пахалӑхӗ тӑрӑх 1–10 балл парса хаклӑпӑр. Хаклакансен йышӗнче «Сӑвар ТВ» ӗҫченӗсем, Надежда Кириллова артистка тата ыттисем пулӗҫ.
Сӑвӑ вуланӑ видеона сирӗн пӗр-пӗр видеохостинга хӑвсамӑрӑн вырнаҫтармалла пулӗ, пире, ӑмӑртӑва йӗркелекенсене, ҫав видео каҫмине кӑна ярса памалла. Йывӑрлӑхсем пулсан civmih2@narod.ru адреспа ярса пама пулать — Владимир Андреев сирӗн видеона «Шкул ТВ» телеканалта вырнаҫтарӗ.
Сирӗн ӗҫсене акан 15-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Каҫӑсене videosava@chuvash.org адреспа ярса памалла. Тӗплӗнрех __«Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӑн положенийӗ|ӑмӑртӑвӑн йӗрки-шывӗнче__ пӗлме пулать. Чи лайӑх вулакансене, тен, Чӑваш наци телекуравӗпе (кун пирки Александр Магаринпа калаҫса) Чӑваш чӗлхе кунӗнче кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех «Сӑвар ТВ» тата «Шкул ТВ» каналсенче вырнаҫтарӑпӑр. Унсӑр пуҫне, паллах, ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп хучӗсемпе, ыттисене ӑмӑртӑва хутшӑннине ӗнентерекен хутсемпе тивӗҫтеретпӗр.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |