Архив кунне уявланӑ май Чӑваш патшалӑх истори архивӗнче уҫӑ алӑксен кунне ирттернӗ. Ҫак кун аваллӑхпа, тӑван ен историпе, культурипе, йӑлипе паллашма, пӗлтерӗшле документсене хӑйсен куҫӗпе курма пултарнӑ.
Уҫа алӑксен кунне килнисем валли архивра экскурси ирттернӗ. Унта Чӑваш Енре архив мӗнле йӗркеленни пирки, вӑл республикӑри историри тӗрлӗ тапхӑрта епле аталанни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Ӑслӑлӑх-справка аппарачӗн тата информаци-шырав уйрӑмӗн ӗҫченӗсем хальхи оборудованин ӗҫ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. М.В.Порфирьева ӗлӗкхи хутсене сыхласа хӑварасси пирки, архив докуменчӗсене реставрацилесси ҫинчен каласа панӑ. Архив директорӗ Г.В.Ертмакова массӑллӑ информаци хатӗрӗсене панӑ интервьюра архив ҫӗршыври обществӑпа политика пурнӑҫӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Вӑл ҫамрӑксене патриот воспитанийӗ пама, халӑха тӑван енӗн историйӗпе паллашма пулӑшать.
Архивра хальхи информаци технологийӗсемпе усӑ кураҫҫӗ. 2007 ҫулта ятарлӑ сканер туяннӑ. Пӗлтӗр «Описьсен электрон реестрӗ» программа туяннӑ. Вӑл пулӑшнипе ӗҫсен описьне архив сайтӗнче вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫитес вӑхӑтра кирек кам та хӑйне кирлӗ ӗҫе архива пымасӑрах саккас пама пултарӗ.
Пӗлтӗр федераци хысни уйӑрнӑ укҫапа ҫурални, ҫемье ҫавӑрни, ҫын вилни ҫинчен калакан метрика докуменчӗсене оцифровка тума тытӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |