Пушӑн 7-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче «Трак ен пики» конкурс иртнӗ. Унта хутшӑннӑ хӗрсем чӑваш халахӗн йӑли-йӗркине, историне, культурине пӗлеҫҫӗ-и? Тӗрӗсленӗ. Вӗсем пултарулӑх конкурсӗсем витӗр те тухнӑ. Хӗрсем чӑваш халӑхӗн наци ҫимӗҫне хатӗрлени пирки каласа кӑтартнӑ, наци тумне тӑхӑнса тухнӑ.
Малтан район администрацин пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков конкурсҫӑсене тата куракансене саламланӑ. Районти Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ З.Г. Петрова та уявпа саламланӑ, алӑ ӗҫӗсен «Илем тӗнчене ҫӑлать» конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Жюри пикесен пултарулӑхне, тумне, юрлас-ташлас пултарулӑхне, наци колоритне хакланӑ. 8 пике илемлӗ тумӗсене кӑтартнӑ, хӑйсемпе паллаштарнӑ, конкурссенче ӑс ҫивӗчлӗхне, талантне тӗлӗсленӗ. Кашниех хӑйне евӗрлӗхепе уйрӑлса тӑнӑ.
Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн «Трак ен пики — 2014» ята Трак вӑтам шкулӗнче вӗренекен Мария Козлова ҫӗнсе илнӗ. __Упи__ вӑтам шкулӗнчи Анна Васильева «Вице Трак пики» пулнӑ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» номинацире Александра Яковлева ҫӗнтернӗ. __Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗнчи__ Ирина Ришко — «Хӳхӗм пике», __Карай__ вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Анастасия Алексеева — «Ҫепӗҫ пике», __Алманч ял тӑрӑхӗнчи__ Анастасия Филиппова — «Ӑс пике», Трак вӑтам шкулӗн вӗренекенӗ Кристина Иванова — «Кӑмӑллӑ пике», ҫав шкултах ӑс пухакан Анастасия Тимофеева — «Сӑпайлӑ пике».
Куракансем ҫавӑн пекех Анатолий Алексеев, Геннадий Яковлев, Владислав Васильев, «Взгляд» ташӑ ушкӑнӗн пултарулӑхӗпе киленнӗ.
__http://www.cap.ru/info.aspx?gov_id=67&type=news&id=2728197|**Сӑнсем**__ (48)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |