Пушӑн 12-мӗшӗнче __Ҫӗнӗ Шупашкарта__, Юханшыв урамӗнче Чечняра паттӑрла вилнӗ Алексей Владимиров ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Ҫамрӑк ҫак ҫын ҫутҫанталӑк илемӗпе нумай киленеймен — 20 ҫултах пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Алексей Николаевич 1974 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗнче __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ ҫуралнӑ. Ҫак хулари ҫар комиссариачӗн пай пуҫлӑхӗ Сергей Баранов каланӑ тӑрӑх, училищӗрен вӗренсе тухсан салтака кайнӑ. Ӑремпура лекнӗ. Ҫулталӑкран ӑна Самар облаҫӗнчи Черноречье поселокне янӑ. 1994 ҫулта Алексей Ҫурҫӗр Кавказа лекнӗ. Ҫав ҫулхи Ҫӗнӗ ҫулхи каҫхине Алексей Владимировӑн полкӗ Грозный хулинче пульлисем айне лекнӗ. Полкри мӗнпур салтак тенӗ пекех пуҫ хунӑ. Вӗсен йышенче — Алексей Владимиров та. 1995 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫар комиссариатне ентешӗмӗр хыпарсӑр ҫухални пирки пӗлтернӗ. Амӑшӗ Юлия Николаевна ывӑлӗсене ҫухатнӑ ытти хӗрарӑмпа пӗрле Грозный тата Ростов хулисене 5 ҫул ҫӳренӗ, хӑйсен тӗпренчӗкӗсене шыранӑ. 5 ҫултан Алексейӑн ӳтне палланӑ. Ун хыҫҫӑн ӑна Ҫӗнӗ Шупашкара илсе килсе йӑлапа килӗшӳллӗн пытарнӑ.
Мемориал хӑмана ҫакнӑ ҫӗре 11-мӗш шкул вӗренекенӗсем те пынӑ, паттӑра хисеплесе пӗр минут шӑп тӑнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Олег Матвеев Алексей терроризмпа кӗрешсе пуҫ хунине, ҫакнашкал паттӑрсене кашнинех пӗлмеллине палӑртнӑ.
Паллах, митинга Алексейӑн ашшӗ-амӑшӗ те хутшӑннӑ. Юлия Николаевна куҫҫульне чарайман. Мӗн тӑвӑн — ывӑлӗн сӑнарӗ амӑшӗн чӗринче яланах упранӗ. «Амӑшӗ ывӑлӗ салтакран таврӑнасса ӗмӗр кӗтет», — теҫҫӗ. Унтанпа 19 ҫул иртнӗ. Ҫулсем хыҫа юлаҫҫе пулин те Алексей Владимирова ентешӗсем манмаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |