Ҫемье патшалӑх аталанӑвӗнче пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Хӑш-пӗри пӗрлешнӗ-пӗрлешмен уйрӑлма васкать. Чӑн-чӑн юрату ҫапла арканать-ши вара? Ҫук, ҫирӗп ҫемье пурнӑҫ йывӑрлӑхӗсене парӑнтарать. Ҫамрӑксен 60 ҫул пӗрле пурӑннӑ мӑшӑрсенчен вӗренмелли пайтах.
__Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ __Тумликасси__ ялӗнчи Кузьма Кузьмичпа Александра Петровна Аргандейкинсем, __Шӗмшеш__ ялӗнчи Леонид Николаевичпа Елизавета Ефимовна Тверсковсем пӗр-пӗрне ҫӗрӗ тӑхӑнтартнӑранпа 60 ҫул иртнӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗн администрацин ЗАГС пайӗн пуҫлахӗ Елена Барышникова, Ветерансен канашӗн председателӗ Галина Тимакова тата ыттисем юбилярсене саламланӑ.
Аргандейкинсем 2 ачана ура ҫине тӑратнӑ, халӗ 7 мӑнукпа, 3 мӑнук ачипе савӑнаҫҫӗ. Кузьма Кузьмич ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, Александра Петровна кӗҫӗн классен вӗрентекенӗ пулнӑ.
Тверсковсен килӗнче те юратупа ӑнлану хуҫаланать. Мӑшӑр 4 ача ҫуратса ӳстернӗ, халӗ 3 мӑнукпа, 7 мӑнук ачипе киленеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |