Ӗнер Шупашкарта __Чӑваш наци конгресӗн__ президиумӗн хӗрарӑмсемпе ӗҫлекен комитечӗ тата конгресс ҫумӗнчи «Чӑвашлӑх управҫи» хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗ республикӑри тата тулай чӑвашсем валли тӗлпулу каҫӗ йӗркелерӗ. Кун пекки пуҫласа иртрӗ. Ҫулӗ ҫывӑх мар та, инҫетри тӑванӑмӑрсем килсе ҫитейменччӗ, анчах хамӑр патри хастарсем пухӑнчӗҫ. Вӗсенчен чылайӑшӗ илемлӗ чӑваш кӗписене тӑхӑнса пынӑ.
Уява Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалланӑ. Салам сӑмахӗ самай пулчӗ пулин те хӗрарӑмсемпе ӗҫлекен комитет пайташӗсем чуна ыраттаракан самантсене те сӳтсе яврӗҫ. Ҫав шутра — хула шкулӗсенче __чӑваш чӗлхине__ вӗрентессине.
Вӗрентессе вӗрентеҫҫӗ-ха, анчах темшӗн-ҫке ачасем ӑша хывма ҫунмаҫҫӗ. Унтан та ытларах — чӑваш ашшӗ-амӑшех чӑваш чӗлхи урокӗ тӗпренчӗкӗмӗрсен пуҫӗсене минретет кӑна тесе каланине илтме тивет. Сӑмах май каласа хӑварсан, ҫак ыйтӑва паллаканӑмсемпе паян хускатнӑ май: «Киле ҫитсен эсир ачӑрсемпе епле чӗлхепе калаҫатӑр?» — тесе тапӑнтӑм та вӗсенчен пӗри: «Ача мар, шкул программине кӗртнӗ учебникри хӑш-пӗр сӑмаха хам ӑнланмастӑп. Ҫакӑ вӑл ачасене чӗлхерен пистерет», — тесе касса татрӗ. Тепри тата: «Ачама шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентекен те манпа ҫине тӑрсах вырӑсла калаҫать те», — тесе тӗлӗнтерчӗ… Ку вӑл ӗнтӗ «Чӗлхе пӗтет!» тесе кӑшкӑрса ҫӳрес вырӑнне хамӑр енне ҫаврӑнса пӑхмаллине пӗлтерет пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ачамӑрсемпе чӑвашла калаҫмаллине, лавккара чӑваш-сутуҫӑпа, троллейбусра чӑваш-кондукторпа чӑвашла юмахламаллине.
Юрӗ, ӗнерхи патнех таврӑнам-ха. Уява ЧНКн хӗрарӑмсемпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи Нина Петрова тата унӑн ҫумӗ — «Чӑвашлӑх управҫи» хӗрарӑмсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Нина Димитриева ертсе пычӗҫ. Мероприятие ҫавӑн пекех комитетӑн ытти членӗсем: Чӑваш Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн тӗп редакторӗ Лидия Филиппова, «Бичурин тата хальхи самана» музей ертӳҫи Ирина Удалова (комитетра вӑл ҫыруҫӑ), Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн профессорӗ Евдокия Андреева, Чӑваш патшалӑх университечӗн преподавателӗ Василиса Иванова, Раиса Сарпи поэт тата ытти хастар пулчӗҫ.
Хӗрарӑмсене уявпа саламлама республикӑн Культура министерствин пай пуҫлӑхӗ Сергей Казаков килсе ҫитрӗ. Савӑк юрӑ-кӗвӗ те нумай янӑрарӗ. Ҫав шутра паллӑ композитор Юрий Жуков кӗвӗленӗ юрӑсем йышлӑ пулчӗҫ. Уява вӑл хӑй те хутшӑнчӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |