Паян район шайӗнчи «Чӑваш пики» __Муркаш районӗ|Муркаш__ тата __Тӑвай районӗ|Тӑвай__ районӗнче иртмелле. Унччен эпир тӑвайсем хӑйсен ӑмӑртӑвне __/news/5089.html|ыран ирттересси пирки__ пӗлтернӗччӗ, анчах информацие ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн конкурс паян иртмелле иккен.
__Чӑваш наци конгресӗ__ хыпарланӑ тӑрӑх хальхи вӑхӑтра район шайӗнчи ӑмӑртусене вырӑнтисем ирттереҫҫӗ. Енчен та малтанхи ҫулсенче вӗсене ЧНК ыйтнипе, конгресс пулӑшнипе йӗркеленӗ пулсан — кӑҫал ЧНК ӗҫченӗсене йыхравламаҫҫӗ те. Чӗннӗ-и, чӗнмен-и — конгресс районсенчи илем ӑмӑртӑвӗсене ҫитсе килесшӗнех.
«Чӑваш пикине» хӑйсемех ирттерме пуҫланин сӑлтавӗ пирӗн шутпа Культура ҫулталӑкӗпе ҫыхӑннӑ — илем ӑмӑртӑвӗсене районта культурӑпа ҫыхӑннӑ мероприятисен йышне нумайлатас тӗлӗшпе йӗркелеҫҫӗ. Ытти ҫулсенче ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл вӗсемшӗн, паллах, ҫӗнӗ мероприяти мар. Ҫапла май иртнӗ ҫулсенче конгресс тунӑ ӗҫсен вӑрлӑхӗ шӑтса тухнӑ теме пулать.
Пирӗн вара, ҫак пулӑма ырламалла ҫеҫ — хӑйсем тӗллӗн ӗҫлеме пуҫлани чӑвашлӑх туйӑмне те ӳстерет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |