Республикӑн Наци вулавӑшӗнче «Наци электрон вулавӑшӗн хыпарӗсем» электрон журналӗ кӑларнӑ. Ӑна вырӑссен паллӑ ученӑйӗ, этнографӗ, фольклорисчӗ, ҫутта кӑлараканӗ Василий Магницкий ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ. Наци электрон вулавӑшӗ Магницкий пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ 50 ытла копие пухнӑ.
Хӑй вӑл __Етӗрне__ хулинче 1839 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чӑвашсем хушшинче темиҫе теҫетке ҫул ӗҫленӗ ӑсчах чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлнӗ. Чӑваш халӑхӗн историйӗпе этнографине нумай тӗпченӗ. Этнографи пирки каласан, ӑна халӑх правин, ҫемье тата общество йӑли-йӗрки, авалхи чӑваш тӗнӗ, вӗсен пурнӑҫӗ кӑсӑклантарнӑ. Чӑваш халӑхӗн историлле факчӗсене тата пурлӑх культурине тӗпченипе пӗрлех Магницкий паха археологи тӗпчевӗ нумай хӑварнӑ. Унӑн ӗҫӗсем вӑл пурӑннӑ вӑхӑтрах чылай хаҫат-журналта пичетленнӗ. Статьясенче вӑл чӑвашсене хӳтеленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |