__Кӳкеҫри__ 27-мӗш професси училищине __Ҫӗрпӳри__ аграрипе технологи техникумӗпе пӗрлештерӗҫ. Ҫапла йышӑну патне «патшалӑх пурлӑхӗпе тухӑҫлӑ усӑ курас тӗллевпе» пырса тухнӑ-мӗн. Ятарлӑ йышӑнӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ. Кӳкеҫри училищене 1979 ҫулта уҫнӑ. 2011 ҫулта вӑл автономи учрежденийӗ пулса тӑнӑ. Халӗ унта автомеханиксене, трактӑрҫӑсене, машина-трактор паркне техника тӗлӗшӗнчен тытса тӑракан тата юсакан ӑстасене вӗрентсе кӑлараҫҫӗ.
Училище пурлӑхӗ шутланни ӳлӗмрен техникум аллине куҫать. Тепӗр енчен, ҫапла калани тӗрӗсех те мар пулӗ. Вӗсем иккӗшӗ пӗр учреждени пулса тӑраҫҫӗ-ҫке. Училищене тата техникума тытса тӑма 2014–2016 ҫулсенче уйӑрма палӑртнӑ укҫа малашне пӗр кӗсьене — ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ учреждение — кайӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |