Шупашкарта пушӑн 15-мӗшӗнче Крым халӑхне хавхалантарас, унти референдума ырлас тӗлӗшпе Хӗрлӗ тӳремре митинг иртесси __/news/5196.html|пирки пӗлтернӗччӗ__.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, акци 10 пине яхӑн ҫынна пуҫтарнӑ. Митингра тӗрлӗ плакатсем пулнӑ. Пурте — Крыма хавхалантаракансем, фашизма хирӗҫҫисем. Хӗрлӗ лапама __Михаил Игнатьев__, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Валерий Туркай поэт та пынӑ. Кунта ҫитнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗн Украинӑра тӑванӗсем пурӑнаҫҫӗ. Унти ларӑ-тӑру вара вӗсене, паллах, пӑшӑрхантарать. Пурте тенӗ пекех Георгий хӑйӑвӗсем ҫакнӑ. Митинга килнисем Раҫҫейпе Крым пӗрлешессине ырланӑ.
Ҫынсем Украина ҫыннисене пулӑшасси пирки калаҫнӑ. Гуманитари пулӑшӑвне Раҫҫейри чылай тӑрӑхра йӗркеленӗ. __Шупашкар__ та айккинче юлман: ыра кӑмӑллӑх счечӗ ятарласа уҫнӑ.
Пушӑн 16-мӗшӗнче Крымра референдум иртнӗ. Сасӑлава халӑх чылай пыни пирки хыпарлаҫҫӗ. Референдумӑн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсемпе килӗшӳллӗн 95 проценчӗ Крыма Раҫҫее тавӑрассишӗн сасӑланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |