ЧР Наци вулавӑшӗн «Мерчен» залӗнче Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн «Наци музыкин, поэзийӗн тата ӳнерӗн «Тӑван ен» республика фестивалӗн страницисем тӑрӑх» ятлӑ хӑтлав иртнӗ.
Республика шайӗнчи иртекен ҫак фестиваль — Шупашкарти Ф.М.Лукин ячӗллӗ 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗнче час-часах иртекен проект. Пилӗк ҫулта унта __Шупашкарти__, __Ҫӗнӗ Шупашкарти__, __Улатӑрти__, __Етӗрнери__ музыка шкулӗсем, ӳнер шкулӗсем, тӗп хулари Ф.Павлов ячӗллӗ музыка училищи хутшӑннӑ. Юлашки виҫӗ ҫулта фестивальте чӑваш чӗлхипе тата литературипе инҫет мелӗпе иртнӗ конкурса хутшӑннисене, унӑн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Пӗлтӗртенпе «Тӑван ен» проект анлӑланнӑ. Ун патне халӗ чӑваш музыка литературипе инҫет мелӗпе ирттерекен олимпиада тата ҫамрӑк музыковедсен республика конкурсӗ кӗрет.
Мероприяти Чӑваш Республикин гимнӗпе уҫӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти 5-мӗш ача-пӑча музыка шкулӗн вӗрентекенӗ О.Н.Рузавина юрланӑ. Ҫав шкул вӗренекенӗсем сцена ҫинче пултарулӑхне кӑтартнӑ. Куракансем юрӑҫсен пултарулӑхӗпе киленнӗ май экран ҫинчи слайда пӑхнӑ: чӑваш ӑрӑхӗнчи пейзажсем культура деятелӗсен портречӗсемпе, чӑваш ӳнерҫисен картинисемпе ылмашӑннӑ.
Залра «Сан пирки, Чӑваш Енӗм» кӗнекесен, нотӑсен тата мультимеди изданийӗсен куравне йӗркеленӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |