Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ район-хула ертӳҫисемпе чылай ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Ҫав шутра — республикӑри социаллӑ ушкӑнри ҫынсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерессине те.
Кӑҫалхи икӗ уйӑхра пурӑнмалли 24 пин тӑвакал метра хута янӑ. Ҫулталӑк вӗҫне ку кӑтарту 850 пине яхӑн тӑваткал метрпа танлашмалла. Кун пирки ЧР ҫурт тӑвӑм министерӗ Олег Марков пӗлтернӗ.
Социаллӑ ушкӑнри ҫынсене кӑҫал ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес тӗллевпе хыснасенчен укҫа уйӑрӗҫ. Акӑ ҫамрӑк ҫемьесене пулӑшу паракан федераци программипе килӗшӳллӗн 2014 ҫулта республика бюджетӗнчен 210 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Вырӑнти хыснасем 63 миллион парӗҫ. Федераци хыснинчен 126 миллион тенкӗ ҫитмелле.
Кунсӑр пуҫне республика хыснине 95 ветерана пулӑшу памашкӑн 100 миллион тенкӗ ытла килӗ. Ветерансем, сусӑрсем, сусӑр ача ӳстерекен ҫемьесем валли 51 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. 85,8 миллион тенкӗ нумай ачаллӑ ҫемьесене уйӑрӗҫ. Кӑҫал 253 тӑлӑх ачана ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерӗҫ. Кун валли 244 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ. __Шупашкарта__ тӑлӑхсем валли 61 хваттер пулӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |