Пушӑн 14-мӗшӗнче ЧР Правительствин председателӗ __Иван Моторин__ кӑҫалхи __Республика кунне__ уявлас енӗпе йӗркелӳ комитечӗпе лару ирттернӗ. Тӗп мероприятисем __Шупашкарта__ тата __Комсомольски районӗнче__ пулӗҫ.
Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ, ЧР Элтеперӗн администрацин ертӳҫи Александр Иванов тӗп мероприятисен программипе паллаштарнӑ. Яланхи пекех «Раҫҫей регионӗсем — ҫирӗп аталану» экономика форумӗ, «Регионсем: чикӗсӗр хутшӑну» курав, фейерверксен фестивалӗ, халӑх пултарулӑхӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, «Руҫ ӑстисем» алӗҫӗсен конкурсӗ, пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйӗ» иртӗ. Александр Иванов ҫак мероприятисем ҫулран ҫул лайӑхланса пынине палӑртнӑ. Республика кунне халалланӑ спорт, культура мероприятийӗсем ҫу уйӑхӗнчех пуҫланӗҫ. Ҫӗртмен 18-мӗшӗнче Шупашкарта Атӑлҫи федераци округӗнче Культура ҫулталӑкӗ уҫӑлнине уявлӗҫ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов тата Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев муниципалитетсем Республика уявне мӗнле хатӗрленнине каласа кӑтартнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |