__Шупашкар__ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Каннӑра иртнӗ тӗнче форумӗнче Итали архитекторӗпе Микеланджело Лентинипе Шупашкар аталанӑвӗн концепцине сӳтсе явнӑ.
Паллӑ архитектор тӗп хулари кану паркӗсен аталанӑвӗпе кӑсӑкланнине ӗҫлӗ тӗл пулусенчен пӗринче пӗлтернӗ. Унӑн паллӑ ӗҫӗсенчен пӗри — Мадридри парк проекчӗ.
Рим архитекторӗ Шупашкарти Лакрей вӑрманӗн тата «Шупашкар: 500 ҫул» паркӑн малашлӑхӗ пуян пулассине палӑртнӑ. Вӑл ҫак кану вырӑнӗсен хӑйнеевӗрлӗхне, вӗсем ҫынсене илӗртнине палӑртнӑ. Микеланджело Лентини ыйтусене вырӑнта сӳтсе явмашкӑн Чӑваш Ене килме хатӗр. Шупашкар та аталанма талпӑнать. Куҫман пурлӑх тытӑмӗнче ертсе пыракан экспертсемпе ҫыхӑнусем йӗркелеҫҫӗ, строительствӑпа архитектурӑра ҫӗнӗ технологисем алла илеҫҫӗ.
Шупашкар форумра хула инфратытӑмӗн аталанӑвӗн стратеги проекчӗсене, строительство, кану, хӑна ҫурчӗсен бизнесӗн сферисенчи ҫӗнӗлӗхсене кӑтартнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |