ССКП тӗп комитечӗн пленумӗн «Ҫӗршыври тырпул производствине ӳстересси тата ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫасси» постановленийӗ тухнӑранпа 60 ҫул ҫитрӗ. Ҫӗнӗ ҫӗр уҫма каймашкӑн 1,6 миллион ытла ҫын кӑмӑл тунӑ. Вӗсен йышӗнче __Тӑвай районӗнчисем__ те пур.
Пушӑн 17-мӗшӗнче __Тӑвайри__ ача-пӑча вулавӑшӗнче Тӑвай вӑтам шкулӗнче 8-мӗш «б» класра вӗренекенсемпе ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫма хутшӑннӑ Варсанофий Клопов тӗлпулу йӗркеленӗ. Ачасем вӑл каласа панине тимлӗ итленӗ. Вӗсене, __Тӑвай районӗнчи__ 6 ҫынна, комсомол путевкине парса савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ. __Канашран__ ыттисемпе пӗрле Барнаул таран пуйӑспа кайнӑ, унтан Алтай крайӗнчи Новиково салине ҫитнӗ. Вырӑнти халӑх вӗсене тарават йышӑннӑ. ДТ-54 тракторпа ӗҫленӗ, ҫӗр сухаланӑ, культиваци тунӑ, ытти ӗҫе пурнӑҫланӑ. Тырпула пухса кӗртнӗ хыҫҫӑн Варсанофий Васильевича ҫара каймашкӑн билет панӑ. Вӑл ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫнӑ вӑхӑта хаваспах аса илет.
Тӗлпулу вӗҫӗнче Варсанофий Клопов ачасене йывӑрлӑхран хӑрама кирлӗ маррине, сиенлӗ йӑласенчен — пирусран, наркотикрен, эрех-сӑраран — аякра пулмаллине каланӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |