Ӗнер Крымпа Раҫҫее пӗлтерӗшлӗ кун пулчӗ. Крым пирӗн ҫӗршывпа пӗрлешнине халӑх савӑнӑҫлӑн паллӑ турӗ. Ҫурутраври халӑх ҫак пулӑма чылай ҫул кӗтнӗ имӗш. Владимир Путин, Крым Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ Владимир Константинов, премьер-министрӗ Сергей Аксенов, Севастополь мэрӗ Алексей Чалый килӗшӗве алӑ пуснӑ хыҫҫӑн халӑх чылай вӑхӑт хушши алӑ ҫупнӑ. Паянтан Крым ҫыннисем Раҫҫей паспорчӗ илме, лавккасенче гривнӑпа мар, тенкӗпе тӳлеме тытӑнӗҫ. Владимир Путин унта пурӑнакан кирек мӗнле наци ҫыннисене те хаваспах йышӑннине палӑртнӑ. Вӗсем халӗ пурте пирӗншӗн чи ҫывӑх тӑван пекех тенӗ вӑл. Президент каланӑ тӑрӑх, Крым ҫыннисем Раҫҫей гражданствине илме е Украина гражданствине хӑварма пултараҫҫӗ.
Савӑнӑҫлӑ ҫак пулӑма чылай хулара паллӑ турӗҫ. Шупашкарта ӗнер халӑх Республика тӳремӗнче пухӑнчӗ. Сахал мар: ҫичӗ пине яхӑн. Сцена ҫинче юрӑ-ташӑ янӑранӑ, чиновниксем тухса калаҫнӑ. Ҫынсем «Братья крымчане, Чувашия с вами!» (чӑв. ~~Крымри тӑванла халӑх, Чӑваш Ен санпа!~~) лозунг йӑтнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |