__Етӗрне районӗнче__ Василий Магницкий этнолог, педагог, Атӑл-Вятка крайӗн тӗн культурин тӗпчевҫи ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ.
Конференци Советски (Шӑмат) ялӗнче пулнӑ. Василий Магницкий унта ҫуралнӑ, юлашки ҫулсене ҫавӑнта пурӑннӑ. Конференцие ӑсчах кун-ҫулне, ӗҫ-хӗлне, пултарулӑхне тӗпчекен таврапӗлӳҫӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем __Шупашкартан__, Чӗмпӗр облаҫӗнчен, __Хусантан__ килнӗ.
Конференци пуҫланас умӗн Советски шкулӗн учителӗ Геннадий Филиппов, Советски ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Александр Федоров хӑнасене Василий Магницкин паллӑ вырӑнӗсенче экскурси ирттернӗ: вил тӑпри ҫине кашӑл хунӑ, Магницкий ячӗллӗ паркра пулнӑ. Унтан пурте Культура ҫуртне пухӑннӑ. Конференцие Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗн президенчӗ Евгений Ерагин уҫнӑ, вӑл __Мӑн Чураш__ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне В.Н.Черлакова В.Н.Никольский орденне панӑ.
Конференцие хутшӑнакансем Василий Магницкин пурнӑҫӗ, пултарулӑхӗ пирки калаҫнӑ. Унан ӗҫӗсем чӑваш халӑх тӗнне, пурнӑҫне тӗпчес ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Наци музейӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ В.Шляхина Магницкин материалӗсене кӑтартнӑ, Г.Филиппов архиври ҫӗнӗлӗхсемпе паллаштарнӑ. Етӗрне уесӗнчи археологи палӑкӗсене тӗпчес, чӑвашсен Атӑлҫин археологи карттине тӑвас ӗҫре Магницкин тӳпи пысӑк.
Конференцие Василий Магницкин тӑванӗ Екатерина Ключевская та хутшӑннӑ. Вӑл Хусанта пурӑнать. Екатерина Петровна хӑйӗн тӑванӗсен сӑнӳкерчӗкӗсене кӑтартнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |