__Ҫӗрпӳ районӗнчи__ тепӗр кинемей 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ. Хальхинче — __Кӑшаркасси__ ялӗнче пурӑнакан Александра Родионова. Ҫӗр ҫул сахал та мар, нумай та мар пек. Анчах ун чухлӗ кун кунласси — шӳт мар.
Александра Родионовна сӗтел хушшинче хӑнасемпе хуплупа, чейпе хӑналаннӑ май пурнӑҫне аса илнӗ. Унӑн кун-ҫулӗ ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман. «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» колхозра ӗҫленӗ, ирех тӑрса выльӑх-чӗрлӗх пӑхнӑ, пахча ҫимӗҫ ӳстернӗ. Вӑл ыттисем пекех вӑрҫӑ ҫулӗсене, ун хыҫҫӑнхи тапхӑра чӑтса ирттернӗ. Анчах пурнӑҫа нихӑҫан та ӳпкелемен. Александра Родионова «Тӑван ҫӗршывӑн 1941–1945 ҫулсенчи Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хӑюллӑ ӗҫсемшӗн» медале тивӗҫнӗ. Вӑл пӗр ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. Халӗ 3 манукӗпе, 2 кӗҫӗн мӑнукӗпе киленет.
Юбиляра тӑванӗсем, __Рынкӑ Сали__ ял тӑрӑхӗн пуҫлахӗ Вероника Федорова, __Кӑшкаркассинчи__ хор ушкӑнӗ те саламланӑ. Кинемей те юлман: юратнӑ юррисене шӑрантарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |