__Пӑрачкав районӗнче__ Севастопольти чӑваш наци культурин обществин обществӑпа ҫыхӑну тытакан председателӗн ҫумӗ Владимир Мочалов пулнӑ. Вӑл Пӑрачкав администрацийӗн пуҫлахӗпе Евгений Лебедевпа тӗл пулнӑ, __Пӑрачкав__ шкулӗнче пулнӑ.
Калаҫура Украинӑри лару-тӑрӑва сӳтсе явнӑ. Парачкав районӗ — нумай паллӑ ҫыннӑн тӑван кӗтесӗ. Пӑрачкавсем карап тунӑ академикпа, ӑсчахпа А.Н.Крыловпа мухтанаҫҫӗ. Пӗлтӗр районта вӑл ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Пӑрачкав шкулӗнчи кадет класӗ ун ячӗпе хисепленет. Класс ертӳҫи М.Архипова тата аслӑ воспитатель В.Голева Крыловӑн пысӑках мар музейне йӗркелесшӗн, шкул ҫывӑхӗнче асӑну хӑми вырнаҫтарасшӑн.
Ҫар морякӗсен йышӗнче М.П.Бочкарев пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Халӗ вӑл Севастопольте пурӑнать. Владимир Мочалов ӑна хӑй те паллать. Кадет класӗнче вӗренекен Анастасия Пиняева ун пирки тӗпчев ӗҫӗ хатӗрлет. Хӗрача М.Бочкарева Владимр Мочалов урлӑ ҫыру панӑ.
Владимир Мочалов Чӑваш Енре ҫуралнӑ, халӗ Севастопольте пурӑнать. Вӑл кадетсене ҫав хула пирки, ӑна вӑрҫӑ ҫулӗсенче вырӑс салтакӗсем, морякӗсем хӳтӗлени ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |