__Канаш__ хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Родион Мясникова улталама пӑхнӑшӑн тесе айӑпланӑ. Кивӗ тата ишӗлекен ҫуртран ҫынсене куҫарма уйӑрнӑ 5,5 миллион тенке вӑрлама хӑтланнӑ тесе пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Родион Мясникова 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗнче арестленӗччӗ. Экономика тата укҫа-тенкӗ енпе ӗҫлекен унӑн ҫумне Иосиф Яковлева та тытса чарнӑччӗ.
Ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ тӗпченӗ.
Ӗҫ материалӗсем тӑрӑх калас тӑк, 2011 ҫулта хула администрацине энергокомпани ҫӗнӗ подстанци тума ыйтупа пынӑ пулать. Анчах подстанцие тӑвас ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пурӑнмалли ҫурт ларнӑ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ энергетиксене ҫынсене хӑйсен шучӗпе хваттерпе тивӗҫтерме сӗннӗ. Ун хыҫҫӑн Мясниковпа унӑн ҫумӗ Яковлев ҫурта кивӗ ҫуртран ҫынсене куҫармалли программӑна кӗртнӗ теҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне тӳресем хӑйсен хваттерӗсене хаклӑрахпа сутса унта __Канаш__ ҫыннисене пурӑнма ярас тӗв тунӑ пулать.
Родион Мясникова суд хупса хума йышӑннипех пӗрлех 200 пин тенкӗлӗх штраф панӑ. Яковлева та 200 пин тенкӗлӗх штарфланӑ тата пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Йышӑнупа килӗшмесӗр ҫӑхав ҫырма саккунпа килӗшӳллӗн 10 кун вӑхӑт параҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |