Ҫакӑн пирки пяан вӗсем Суту-илӳпе промышленноҫ палатине пухӑнса сӳтсе явнӑ. Унта усламҫӑсем тата банкирсем пырса ҫитнӗ. Укҫа хӑй хайне ҫухатса пыни, тенке долларпа тата европа танлаштарса пӑхсан унӑн тӑрӑмӗ епле пуласси, банкран кредит илме ҫӑмӑллипе йывӑрри, монополилле ура хуракан самантсем пирки те унта калаҫнӑ.
Тинтерех усламҫӑ ҫулӗ ҫине тухнисене ҫӑмӑл маррине, сӑмахран, __Ҫӗмӗрлери__ сӗтел-пукан хапрӑкӗнчен килнӗ Андрей Кузнецов палӑртса хӑварнӑ. Хастар кредит ставкисем пысӑккишӗн тата усси сахалтарах патшалӑх программисемшӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ.
Банксен вара яланхиллех хӑйсен сӑмах-юмахӗ. «Кивҫен илекен шанчӑклӑ заемщиксем республикӑра паян сахал», — тенӗ пӗр банкӑн управляющийӗн ҫумӗ Роман Барабанов.
Усламҫӑсем те, банкирсем те Украинӑри кризис Раҫҫее витӗм кӳретех тенӗ. Анчах ҫавӑнтан епле тупӑш курасси пирки шухӑшламалла. Суту-илӳ палатин вице-президенчӗ Анатолий Князев шучӗпе ҫынсенчен ытларахӑшӗ хамӑр патра туса илекен тавара куҫ хывма тытӑнӗ. Ҫав вӑхӑтрах сӑнавҫӑсем тавар хакӗ ӳсессине, тавар туянаслӑх шайӗ чакассине палӑртаҫҫӗ иккен. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Дмитрий Куликов шучӗпе кӗркунне тӗлне тавар туянаслӑх 8 процент чакмалла, кайран лару-тӑру йӗркеленмелле.
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ, Регионти банксен ассоциацийӗн президенчӗ Анатолий Аксаков усламҫӑсене пулӑшма шантарнӑ-мӗн. Вӑл Раҫҫейрен Украинӑна тавар каясси ҫитес вӑхӑтра сахаланассине палӑртнӑ. «Унтисем маларах тӳлесе хурсан кӑна», — тенӗ вӑл.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |