Пулла ҫӳреме юратакана нимле ҫанталӑка та пӑхса тӑмӗ-ха. __Элӗк районӗ|Элӗксем__ ҫапах та пӑр катса пулӑ тытассипе ӑмӑртма шут тытнӑ. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ирттерекен ӑмӑртӑва кӑҫал пӗлтӗрхинчен икӗ хут пысӑкрах йышпа пухӑннӑ иккен.
Пулӑҫсем ирхи ҫиччӗрех пуҫтарӑннӑ. Кӑҫал пулӑ питӗ кутӑнлашать, вӑлтана йӑпӑр-япӑр ҫакланмасть те __Ассакасси__ ялӗ патӗнчи пӗвере тытса пӑхас тенӗ.
Тупӑшмалла пулӑ тытнӑ чух пӗлтӗр ҫанталӑк вӑйлӑ ҫилпе тата юр ҫунипе кансӗрленӗ. Кӑҫал пуш уйӑхне пӑхмасӑрах ҫумӑр лӳшкеме пуҫланӑ. Ҫӗнтерес туйӑмпа пынӑ ҫынна ҫав хӑраттӑр-и вара!
Пулӑҫсем тӑватӑ номинацире: «Чи нумай тытни», «Чи хӑвӑрт пулӑ», «Чи пысӑк пулӑ», «Чи пысӑк шӑтӑк» ятлисенче, тупӑшнӑ. «Чи хӑвӑрт пулӑ» текенни пуринчен малтан ҫаклатмаллине пӗлтернӗ. Ҫакна тума «Хӗлхем» спорт шкулӗнче директор ҫумӗ пулса тӑрӑшакан Сергей Леонтьева ӑннӑ. Уйӑрса панӑ вӑхӑтра — виҫӗ сехет ҫурӑ хушшинче — __Мӑн Ямаш__ шкулти вӑй-хал культурине вӗрентекен Евгений Назаров вӑлтине пуринчен ытла пулӑ ҫакланнӑ. Чи пысӑк пулӑ спорт шкулӗн директорне Валерий Сергеева ҫакланнӑ. __Элӗкри__ шкулта ӗҫлекен Лев Данилов вӑлта яма пуринчен йӑпӑр-япӑр пысӑк шӑтӑк хатӗрлесе те хунӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кашнинех тӗрлӗ парнепе, Хисеп хучӗсемпе хавхалантарнӑ. Тин тытнӑ пулӑран яшка ҫинӗ хыҫҫӑн пулӑҫсем килӗсене саланнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |