__Канаш районӗнчи__ Ҫеҫпӗлти ял вулавӑшӗнче «Шанчӑк» клуб членӗсем алса-нуски ҫыхма тата кӗнекесене тишкерме пуҫтарӑннӑ. Ал ӑстисем ҫекӗлпе ача платйи ҫыхма хӑнӑхнӑ. Ӗҫ вӑрттӑнлӑхне Любовь Порфирьева хӑнӑхтарнӑ. Валентина Иванова вара ҫавра сӗтел ҫитти епле ҫыхмаллине кӑтартнӑ.
Алла ҫекӗл тытиччен ҫеҫпӗлсем республикӑра ҫулталӑкри чи вулакан кӗнекене палӑртассипе ирттерекен конкурса тишкернӗ. Ҫынсене чи килӗшекеннисен шутне А. Кипечӑн «Тамӑкри ача сасси», В. Кузьминан «Вӗҫев», Н. Петровскаян «Тухатмӑш», А. Казановӑн «Ырату», У. Эльменӗн «Упраймарӑм сана», Л. Филиппован «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрт» кӗнекене палӑртнӑ. «2012 ҫулта кӑларнӑ чӑваш авторӗсен хӑш кӗнеки сире ытларах килӗшрӗ?» ыйтӑва ҫынсем Л. Филиппован «Ылханлӑ хура ҫӗмӗрчӗ» тесе пӗлтернӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |