«Ҫын куҫӗнчен пӑхмалла ан пултӑрччӗ», — тесе кукамай калани халӗ, ҫулсем кайнӑ май, тӑтӑшах аса килет.
Ҫапла, пӑхтарасси те, пӑхасси те ҫӑмӑл мар ҫав ӗнтӗ. Теприсем, ав, ваттисен ҫурчӗсене лекеҫҫӗ. Паян эпир унта мӗн сӑлтав ҫитернине тишкерме сӑлтав лартман та ытлашши шала кӗрсе каймӑпӑр.
__Шупашкар районӗнче__ те пур ваттисен ҫурчӗсем. Тӳррипе, халӗ вӗсене раснарах калаҫҫӗ-ха — вӑхӑтлӑх пурӑнмалли уйрӑм. Темле ҫавӑрттарсан та тӗллевӗ пӗр ӗнтӗ: вӑй-халӗ чакнисем вӗсенче хӳтлӗх шыраҫҫӗ. Ҫын куҫӗнчен пӑхманнисем те пур-ха: килте пурӑнма май ҫуккипе унта куҫса кайнисенчен хал пуррисем асӑннӑ уйрӑмсен хушма хуҫалӑхӗнче — пахчара, выльӑх патӗнче — тӑрмашаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе калаҫса чуна уҫаҫҫӗ.
Маларах асӑннӑ районти __Кӑрмӑшри__ уйрӑма уҫнӑранпа 100 ытла ҫын хӳтлӗх тупнӑ. Паян унта 22-ӗн пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем валли вулавӑш та пур. Уяв чухне саламлама шкул ачисем, ача пахчине ҫӳрекенсем тата вырӑнти художество пултарулӑх коллективӗсем пыраҫҫӗ. Ҫак уйӑхра унта, сӑмахран, А.Г. Григорьев 70 ҫул, А.Н. Фомина 75 ҫул тултарнине палӑртнӑ. Уява юбилярсен тӑванӗсене те чӗннӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |