Ял тарӑхӗсенчи культура учрежденийӗсен чи лайӑх ӗҫченӗсем хушшинче иртнӗ республика конкурсне 25 ҫын хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне 12-шне кӗртнӗ.
«Муниципалитетри культура учрежденийӗн чи лайӑх ӗҫченӗ» ята __Шӑмӑршӑ районӗнчи__ __Васан__ ялӗнчи Культура центрӗнчи историпе таврапӗлӳ халӑх музейӗн ертӳҫи Герман Ларшников тивӗҫнӗ. Герман Николаевич, Васанти шкулта историпе тӑван ен культурине вӗрентекенскер, 1986 ҫулта ҫамрӑк таврапӗлӳҫӗсен кружокне йӗркеленӗ. Кружока ҫӳрекенсем тӑрӑшнипе 1990 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ялта таврапӗлӳ музейӗ йӗркеленнӗ. Ҫав ҫулхинех наци йӑлисене тата тӑван ен историне пропагандӑланӑшӑн музее халӑх ятне панӑ.
Ҫав ҫулхинех Герман Николаевич музей ҫумӗнче ачасен «Мерчен» фольклор ушкӑнне йӗркеленӗ. Раҫҫей, республика шайӗнче иртнӗ конкурссене хутшӑннӑ ушкӑн ҫитӗнӳ нумай тунӑ. 2002 ҫулта «Мерчене» халӑх ятне панӑ.
Герман Ларшников ертсе пыракан фольклор ушкӑнӗ чӑваш халӑх ӳнер пултарулӑхне, наци йӑлине чылай ҫул пропагандӑлать, анатри чӑвашсен йӑли-йӗркине, юррисене ҫӗнӗрен чӗртме тӑрӑшать. Васанти таврапӗлӳ халӑх музейӗ районти культура вучахӗ, методика центрӗ пулса тӑнӑ. Герман Николаевич музейре экскурсисем ирттерет, лекцисем вулать, истори, географи, таван ен культурин урокӗсене вӗрентет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |