Эх, чавса ҫывӑх та ҫыртаймӑн тесе ваттисем тӗрӗс каланӑ та ҫав. __Шупашкарта__ пӑтӑрмаха лекнӗ каччӑсем те халӗ кулянаҫҫӗ пулӗ те, анчах…
18–25 ҫулти ҫамрӑксем, иккӗшӗ Шупашкар ачисем пулнӑ, виҫҫӗмӗшӗ — __Ҫӗрпӳ районӗнчен__, пӗрин ҫуралнӑ кунне паллӑ тума тесе пӗр талӑклӑха хваттер тара илнӗ. Уява вӗсем чейпе тата компотпа кӑна паллӑ туман, эрех те ӗҫнӗ. Ӳсӗр ҫынна тинӗс те чӗркуҫҫи таран кӑна теҫҫӗ те, ҫаплах-тӑр. Ҫурҫӗр иртсен хайхисем пневматика пӑшалне тӗрӗслесе пӑхас тенӗ. Ӑна хайхисенчен пӗри Мускавра туяннӑ иккен. Пеме тытӑннӑ та вӗсем нумай хваттерлӗ ҫурт умӗнче ларакан виҫӗ машинӑна: «Фольксваген», «Киа», «Мазда» маркӑллӑскерсене — лектернӗ.
Ҫӗр хута хула варринче пӑшалтан пеме тытӑннӑ каччӑсене полицие пуҫтарса кайнӑ. Вӑйӑран вӑкӑр тухнӑ та, явап та тытма тивет-тӗр ӗнтӗ вӗсен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |