__Хӗрлӗ Чутай районӗнчи__ хуҫалӑхсем ҫур акине хатӗрленме пуҫланӑ. Кӑҫал унти тӗрлӗ категориллӗ хуҫалӑхсенче 16,6 пин гектар ҫинче акса-лартма палӑртнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 1,1 процент нумайрах-мӗн. Хӑш культурӑна миҫе тонна туса илессине те чутайсем палӑртса хунӑ: тӗш-тырӑна 13 пин тонна пуҫтарса илесшӗн, ҫӗрулмине — 14,1 пин тонна, пахча ҫимӗҫе — 2,6 пин тонна.
Пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культура вӑрлӑхӗ ака валли 812 тонна хатӗрлесе хӑварнӑ. Пӗтӗмпе 995 тонна кирлӗ. Хальлӗхе пуррин 688,6 тоннине тӗрӗсленӗ те кондицие 94 проценчӗ ларнине палӑртнӑ. Апла тӑк акма тепӗр 18 процент ҫитеймест. Ӑна хуҫалӑхсем туянма палӑртаҫҫӗ. Элитӑллине 170 тонна илесшӗн. Хальлӗхе «Коминтерн» кооператив 7 тонна куккурус туяннӑ. Вӑрлӑх хатӗрлессипе лайӑх ӗҫлекенсен хушшинче «Коминтерн», «Нива» кооперативсене, «Свобода» колхоза, Н.И. Лисаевӑн фермер хуҫалӑхне асӑнаҫҫӗ.
Минераллӑ удобрение кирлинчен 83 проценчӗ чухлӗ илсе хунӑ, дизтопливӑна — 46 процент. Тракторсенчен 85 процентне юсанӑ, 30 автомобильтен 23-шӗ хатӗр, 21 сеялкӑран — 18-шӗ, 36 культиватортан — 32-шӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |