Ял тӑрӑхӗнчи чи лайӑх культура учрежденийӗсен конкурсӗнче __Ҫӗмерле районӗнчи__ Егоркинӑри информаципе культура центрӗнче фольклор специалисчӗ пулса ӗҫлекен Людмила Григорьева та кӗнӗ.
Людмила Григорьевна Ҫӗмӗрле районӗнчи культура тытӑмӗнче 20 ытла ҫул ӗҫлет. Вӑл культура учрежденийӗнче методистран директор таран ӳснӗ. Халӗ вӑл Егоркинӑри информаципе культура центрӗнче фольклор специалистӗнче вӑй хурать.
Людмила Григорьева тӑрӑшнипе «Шанчӑк» фольклор ушкӑнӗ Ҫӗмӗрле районӗнче пӗлтерӗшӗ вырӑн йышӑнать. Вӑл пӗлтӗр 25 ҫул тултарнӑ. Ушкӑна культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем, ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем, медиксем, пенсионерсем, ҫамрӑксем ҫӳреҫҫӗ, ӗлӗкхи халӑх юррисене, йӑли-йӗркине, увӗсене, ташшисене халӑха кӑтартаҫҫӗ. Репертуарта Ҫӗмӗрле районӗн юрӑпа йӑла фольклорӗ, вырӑнти туйсем, улахсем, ҫара ӑсатни пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнаҫҫӗ.
«Шанчӑка» республикӑра кӑна мар, Раҫҫейре та хапӑлласах йышӑнаҫҫӗ. Ушкӑн Коми Республикинче иртнӗ «Завалинка» VIII регионсем хушшинчи фестивале, Екатеринбургри «Кӗр сӑрине» хутшӑннӑ. Ансамбль пухмачӗ дипломсемпе, грамотӑсемпе, тав ҫырӑвӗсемпе пуянланнӑ. Людмила Григорьева ЧР Культура министерствин, Ҫӗмӗрле район администрацийӗн грамотисене тивӗҫнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |