Халӑха кӗнекепе ытларах вулама илӗртес, ҫӗннисемпе паллаштарас тӗллевпе __Вӑрнар районӗнчи__ __Уйкас Кипек__ вулавӑшӗнче «Чӑваш Ен литератури: чи нумай вуланакан кӗнеке — 2012» курав йӗркеленнӗ.
Кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла 151 хайлав «тупӑшӑва» тухнӑ. Пурте куравра вырӑн тупнӑ. Вӗсем пурте вулакансен кӑмӑлне кайнисем: Сергей Павловӑн «Тӗтре», __Улькка Элменӗн__ «Упраймарӑм сана», __Аркадий Казновӑн__ «Ырату», __Нелли Петровскаян__ «Тухатмӑш» хайлавӗсем тата ыттисем.
Вулакансем вырӑсла кӗнекесене те килӗштереҫҫҫӗ: В.Долгов «Любовь всему начало», В.Пугачев «Тэсс — тише!», Ф.Уяр «Близ Акрамова». Вулавашра хайлавсене сӳтсе яваҫҫӗ, тишкереҫҫӗ, ыйтӑм ирттереҫҫӗ, формулярсенне тишкереҫҫӗ. Кусем чи нумай вуланакан кӗнекене тупса палӑртма пулӑшаҫҫӗ.
Формулярсене тишкерсе вулакансем килӗштерекен авторсене тупса палӑртма тытаннӑ. Вӗсен йышӗнче: Сергей Павловӑн «Тӗтре», Нелли Петровскаян «Тухатмӑш», Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана», Аркадий Казановӑн «Ырату» хайлавӗсем. Ҫынсем чи нумай вуланӑ кӗнеке — Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана» кӗнеки.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |